Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, I пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Ҫӗр иртрӗ. Ӗнтрӗк. Шуҫам карчӗ
Мала кӑвак шӑналӑкне.
Вара кӗрен хӗвел хӑпарчӗ —
Яр уҫрӗ кунӑн алӑкне.
Ак ҫӑлтӑрсем вӑраххӑн сӳнчӗҫ,
Шупкалнӑ уйӑх тӗлӗрет,
Хыр мӗлкисем тӑсмаккӑн тӳнчӗҫ
Четренчӗк сывлӑмлӑ ҫӗре.
Вӑрман вӑранчӗ. Чашӑлтатрӗ
Чӑтлӑхсенче ӳсен-тӑран;
Йывӑҫсемпе ҫил пӑшӑлтатрӗ,
Каларӗ шӑппӑн: «Тар, вӑран».

Йӗри-тавра пӑха-пӑха
Уҫланкӑна пӗр кашкӑр тухрӗ.
Кӑшт тӑчӗ, карӑнчӗ те юхрӗ
Апат тупмашкӑн чӑтлӑха.
Кусать ҫӑмха пек йӗплӗ чӗрӗп;
Унта-кунта чӗр чун йӑркки.
Ҫырать шыв ҫийӗнче пин ҫӗрӗ
Хӗвелӗн ылтӑн пайӑрки.
Тӗнче хускалчӗ. Унӑн шавӗ
Куна тултарчӗ вӑй илсе.
Шур пӗлӗт те, — тӳпе чаршавӗ —
Ҫухалчӗ сассӑр ирӗлсе.

Мӗнле илемлӗ ҫут тӗнче!
Ӑҫта пӑхатӑн — ырлӑх, ырлӑх.
Япшар ҫӑкалӑх ҫумӗнче
Кашлать куллен ем-ешӗл хырлӑх.
Хӗвел кулать, ҫанталӑк ӑшӑ,
Чӗнет тухмашкӑн пахчана.
Хускалчӗҫ темшӗн чӑшӑл-чӑшӑл,
Ав, икӗ канӑҫсӑр чана.
Хавасланать пур кайӑк-кӗшӗк —
Хатӗрленеҫҫӗ пек туя.
Вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ кӗшӗл-кӗшӗл —
Чӗртеҫҫӗ ыйӑхлӑ уя.

Тӑхта, итле-ха тинкерсе,
Сӗм чӑтлӑхра тем шатӑртатрӗ...
Ҫӗленӗнне-мӗн, ҫӗнтерсе,
Пуҫне ват чӗрӗп шатӑрт! татрӗ.
Ҫӳрет, чупать ав йӑрӑ тилӗ, —
Вӗт-шак, асту! ан пул анра, —
Сыхланмасассӑн ҫитӗ вилӗм, —
Ҫурса тӑкать пӗр самантра.
Курнать лӑс витӗр — кӑштӑр-каштӑр
Такам сар кӗрӗке силлет:
Уҫланкӑра туллать-мӗн кашкар
Пӗр хӗрхенмесӗр леш тилле.

Вӑрман ларать пек тӗлӗрсе,
Анчах ку лӑпкӑлӑх ултавлӑ.
Пӑхсассӑн шаларах кӗрсе
Куратӑн: пурнӑҫӗ ун шавлӑ.
Кунта та вӑйлӑ кӗрешӳ:
Пӗрне пӗри пач хӗрхенмесӗр
Туллать, ватать чысне пӗлмесӗр —
Пырать тем тӗрлӗ тӗркешӳ.
Йӗрке тӑвать — кам вӑйлӑрах,
Кам вичкӗн, ӑсӗпе кам анлӑ.
Кунта нихҫан пулман тӑванлӑх:
Кам вӑйсӑр, уншӑн пин хурах.

Ӑна-кӑна пӗлмест Чечек.
Вун ҫиччӗре. Каян-киленӗ
Ӑна ыр ячӗшӗн пилленӗ —
Пулман никамшӑн вӑл йӳҫек.
Ҫак таранччен те пурнӑҫ ҫулӗ
Ӑна сип-сиввӗн тӗкӗнмен,
Паян кунччен вӗри куҫҫулӗ
Ҫӗре тумлам та ун ӳкмен.
Хӗр чун-чӗри таса та шурӑ.
Ҫамрӑклӑхра ку чи кирли.
Вӑл — ҫамрӑклӑх, пулсассӑн юрӑ,
Тасалӑх, чунлӑх — ун кӗвви.

Сӑртран пӑхать хӗр, кулкалать, —
Ыр туйӑмне паян кам пуле, —
Утать... Умра тӑп-тӑрӑ кӳлӗ;
Вӑл ҫил вӗрсессӗн шупкалать.
Юхан шывпа ав ыталаннӑ
Уй чӳклӗх — ҫӳллӗ Атӑл ту,
Чечексемпе ҫӗр капӑрланнӑ,
Чӗнет тавралӑх: «Хапӑл ту!»
Тӑван ҫӗршыв... Вал сӑрт, ҫырма,
Кил умӗнчи кӑтра шур хурӑн,
Ял пуҫӗнчи хура вӑрман...
Чӗнеҫҫӗ пурте: «Кил те пурӑн».

Умра — ту айӗнчи лапам.
Тӗрлӗ тӗспе вӑл чечекленнӗ,
Хавассӑн, ҫӑмӑллӑн ҫӗкленнӗ
Тин шӑркаланнӑ тулӑпа.
Ял варринче ларать чиркӳ,
Ӑвӑссемпе вӑл хупӑрланнӑ.
Чӑвашӑн чунӗ пит хурланнӑ:
«Ах, пӗтрӗ, — тенӗ, — ирӗкӳ».
Ял хыҫӗнче шырлан, ҫаран,
Сулахайра йӳҫет мӑн шурлӑх.
Кӗрсе кайсассӑн — пысӑк хурлӑх:
Ишсе тухан аран-аран.

Тура вырнаҫнӑ Чашлама.
Ик ҫухрӑм тӑсӑлать урамӗ.
Илемлӗ ял. Епле ырламӑн —
Сӑмах шыратӑн мухтама.
Шуршу юхать илем кӳртсе;
Ик енӗпе пуҫа пӗксе,
Пӗри пӗрне хулпа тӗксе
Лараҫҫӗ лапчӑк кив пӳртсем.
Ак, тыткӑнлаканни умра:
Йӗри-тавра ҫатан та вӗрлӗк,
Пӳрт умӗнче пилеш хӗп-хӗрлӗ
Е шурӑ хурӑн, ват йӑмра.

Сӑртра ларать Ухтер кил-ҫурчӗ,
Ларать пӗччен вал, уйрӑмрах.
Ял-йыш мӗн чухлӗ хурлӑх курчӗ?..
Тен, ҫавӑнпа ҫӳрет сӑмах:
«Нумай сын лекнӗ авӑрне,
Лексен — тухман». Калаҫҫӗ тем те:
Пӗлет Ухтерӗн таврашне
Таҫти ҫӗр ҫухрӑмри этем те,
Ҫак сӗмсӗр йӑхӑн чӗр тымарӗ,
Ҫӗн йӗркене йӑлт парӑнса,
Пырать, — нихҫан вал татӑлмарӗ, —
Ҫак таранччен ӳссе, ӑнса.

Юрать-ха пирӗншӗн аваллӑх
Кӑштах хӑварнӑ хӑй йӗрне.
Хальхи ӑрушӑн шутсӑр паллӑ:
Чӑваш сыхланӑ хӑй ҫӗрне.
Ӗмӗтленни — вӑл халӑх тимӗ,
Вӑл шанчӑкӑн чӗр кӳлепи.
Чуна ҫӗн туйӑм унсӑр тивмӗ,
Ҫук, пулмӗ тивӗҫлӗх тӳпи.
Тен, ҫавӑнпа та упрамашкӑн
Кирлех аваллӑх палӑкне.
Тивӗҫлӗхне кӗрсе тупмашкӑн
Уҫар ҫав ӗмӗр алӑкне.

Асаттесем те юратман-мӗн
Вӗҫкӗнленме, чӑкрашланма.
Чӑваш ҫынни сӗм авалтан-мӗн
Юратнӑ лӑпкӑн пурӑнма.
Ҫӳрет-ха халӑхра юмах,
Йӑхран йӑха куҫать ҫӗтмесӗр,
Ҫуралаканӗ ҫӗнетмесӗр
Хушмасть нихҫан та пӗр сӑмах.
Майне пӗлет вӗл йӗрлеме:
Хӑҫан, мӗн халӑха вӑратнӑ,
Ӑна ура сине тӑратнӑ,
Мӗнле пуҫланӑ кӗрлеме.

Мӑн ҫул Чашламана пырса
ухать ун витӗр чарӑнмасӑр,
Анчах та ҫул ҫӳрен, ырсан,
Ялтан иртмест хӑна пулмасӑр.
Ҫук, нихӑҫан та уй хапхи
Шалт! хупӑнман иртен-ҫӳреншӗн —
Ҫын кӳренет канма кӗменшӗн.
Ҫак ыр йӑла вал — авалхи.
Пулать-ҫке: хуҫӑлать турта,
Е урапа-мӗн арканать-и?
Ял-йыш тупать ҫукран-пуртан:
Ҫынна ҫын пулӑшмашкӑн хатӗр.

Хурамаран иртсен вӑраххӑн
Урам упаленет сӑрта.
Ларать ҫул юппинче хӑраххӑн
Васса кил-ҫурчӗ. Ҫакӑнта
Хӑнасене савса чысланӑ.
Таса, типтерлӗ ӑш пӳртре
Иртен-ҫӳренӗ выртнӑ, каннӑ,
Лаши те тӑнӑ хӳтӗре.
Васса пурне те ырӑ тунӑ,
Кӑмӑлсӑрлӑх пулман-тӑр унӑн:
Пурне те вӗл хӗпӗртесе
Кӗтсе илет килех тесе.

Пӗррехинче кун килчӗ мурлӑ:
Хӗвел тухсассӑнах ирпе
Ял хушшинче ҫынран ҫын урлӑ
Хыпар саланнӑ: тем чирпе
Васса аппа пит сывмарланнӑ —
Ура ҫине те тӑраймасть,
Куҫне-пуҫне те уҫаймасть.
Ялти ҫынсем ытла хурланнӑ.
Ял-йыш тӑван пек пулнӑ уншӑн:
Шарта ура ҫине тӑма
Чи хаклине вӑл тупнӑ ҫыншӑн —
Ҫемҫе те витӗмлӗ сӑмах.

Ҫемҫе сӑмах — таса тивлет;
Вӑл тарӑн сурана сиплет.
Сӑмах ҫеҫ мар-тӑр, сыватма
Ун хатӗр яланах эмел,
Сехмет килсессӗн йӑпатма
Вӑл тупатех чи тӗрӗс мел.
Ӗне тепле майпа аманнӑ ав,
Пӑрулаймасӑр асапланнӑ,
Ура, тен, шатӑрт хуҫӑлать,
Шӑл сурнипе хытах аптраҫҫӗ
Васса аппа патне чупаҫҫӗ:
Вӑл йӑпатать те, вӑл ҫӑлать.

Салху кӑра ҫил пек кас-кассӑн
Ҫитсе ытла та ахӑрсан,
Иккӗленни чуна кассассӑн,
Ӑшра ыр шанчӑк ҫухалсан —
Имшерленет ҫын, тутӑхать,
Пач сӳннӗ куҫӗпе пӑхать.
Ку ӗнтӗ сӳрӗклӗх; вӑл пусӗ,
Кӑлармӗ ҫӑмӑл ыйхӑран.
Ҫав самантра ӑна чӑн тусӗ
Хӑтарӗ путлӑх шурлӑхран.
Кам хӑтарать? Васса аппа;
Халь хӑй выртать вӑл асаппа.

Чечек аслашшӗ... Шурӑ ҫӳҫӗ,
Тӳп-тӳрӗ тӑракан пӳ-си.
Чуна савать ун ӑшӑ куҫӗ —
Тен, ҫавӑнпа уй-чӳк хуҫи?
Вӑл халӑх кӑмӑлӗ, ун ӑсӗ,
Аваллӑхӑн таса йӑли.
Ӗҫре-пуҫра вӑл чун хавасӗ,
Ӗҫке пырсассӑн — ыр хӑни.
Чӗре пуянлӑхӗ — пахалӑх;
Хӑех вӑл килмӗ-ха вӗҫсе.
Ӑна памасть-мӗн ҫут ҫанталӑк,
Пӗр пек пурне те валеҫсе.

Выртан каска мӑкланнӑ теҫҫӗ,
Унран пулмасть ҫӗн валашка.
Ҫунатлисем, паллах, вӗҫеҫҫӗ,
Ҫунатсӑрри — ан та хашка.
Ах, пурнӑҫ! Пӗлнӗ хаклама
Ӑна мучи. Нумай ҫӳренӗ,
Нумай вӑл акнӑ, сӳреленӗ —
Пӗлет сӑмах та ваклама.
Ӑҫта пулман вӑл, хӑш енче,
Ӑҫта туртман-ши ҫамрӑк пуҫӗ?
Ниҫти ҫӗрте пулман вӑл хуҫӑк,
Йемен вӑл хурлӑх умӗнче.

Ытла та улшӑнуллӑ пулнӑ
Чечек аслашшӗн ӑраскалӗ:
Ирпе йӗрсен, каҫпа вӑл кулнӑ.
Анчах Якур мучин ӑс-халӗ
Ӑраскала пит парӑнман:
Вӑл ватӑ йыт пек ӳлесен те,
Ҫил-тӑвӑл евӗр силлесен те,
Мучи ҫӗре, ҫук, тӑрӑнман.
Ах, пурнӑҫ ҫулӗ! Урлӑ-пирлӗ
Выртать этемӗн умӗнче.
Ҫулпа утма хастарлӑх кирлӗ;
Хастарлӑх — ҫын чун-чӗринче.

Крым вӑрҫине пӗлет чӑваш.
Ӑҫта пыман та мӗн курман вал:
Йӳҫленкӗ шурлӑх та вӑрманлӑх
Е путлӑх вырӑн — сив Сиваш.
Крым: анлӑ тинӗс те сӑрт айӗ,
Хӗвел ачашласа хӗртет,
Тӑвайккинчи Бахчисарайӗ
Илемӗпе пит илӗртет...
Ӑҫта ҫитмен матросӑн ҫулӗ?
Каир, Неаполь е Марсель —
Ӗмӗрлӗхе асра ку юлӗ.
Эх, ҫамрӑклӑх! Эс иртрӗн. Шел.

Халь ӗнтӗ ватӑ — вӑхӑт ҫитнӗ:
Ирпе каҫпа шӑм-шак сурать,
Иртни ҫине шап-шур тум витнӗ —
Вӑл, вӑхӑт, хӑй тӗсне хурать.
Халь мӗн кӗтес-ха, мӗн тӑвас?
Йӑх-тӗп ӗрчет, кил-ҫурт типтерлӗ,
Ачасене вӑл ҫитӗнтернӗ —
Анаталла анчах шӑвас.
Хӗлле вӑл каҫсенче юратнӑ
Ларма халап хапхи ҫинче:
Ача-пӑча ыр чӗринче
Хастарлӑх туйӑмне вӑратнӑ.

Хӑш чух култарнӑ, хурлантарнӑ,
Ҫӳретнӗ шухӑша инҫе.
Халап вӑл — ӑс сасси: кантарнӑ
Чун-чӗрене. Пӗррехинче
Вӑл пӗркелерӗ ҫамкине.
Вара аса илсе, вӑраххӑн
Сӳте пуҫларӗ пӗр юмахӑн
Пит тӑчӑ, пысӑк ҫӑмхине.
Итлет Чечек аслашшӗне
Тимленипе сӑмах чӗнмесӗр.
Юмах хӗртет ун чӗрине,
Ҫунат хушать вӑл систермесӗр.

«Таҫта, тет, тинӗс леш енче
Вырнаҫнӑ-мӗн тискер патшалӑх.
Унта хӗн-хурлӑх айӗнче
Пурнать телейсӗр, мӗскӗн халӑх.
Вӑл ӑшӑ, ҫутӑ кун курман,
Пуяннисем пит пусмӑрланӑ.
Патшалӑх пуҫлӑхӗ, турхан,
Ирӗклӗхе вӑл сӑнчӑрланӑ.
Тӳсес пулать, ним те тӑваймӑн —
Сывланӑ ассӑн. Ним ҫукран
Ку тӗнчере телей тупаймӑн,
Ҫапах та шанчӑка упран.

Турхан ҫынна хуман шута.
Кам тӑрӑштӑр-ха чухӑнсемшӗн,
Мӗнле сатур ҫын мӗскӗнсемшӗн
Хӑюллӑн кӗтӗр-ха хута?
Халтан ӳкернӗ ҫак чуралӑх,
Таптанӑ ҫынӑн тивӗҫне.
Ҫапах та кӗтнӗ, кӗтнӗ халӑх
Ылханлӑ пусмӑрлӑх вӗҫне.
Пулсан та шанӑҫ, вӑл пӗлмен
Телей тӗлне. Шутланӑ: «Килӗ
Тӗнче уявӗ — Ҫавра ҫилӗ».
Пурнӑҫлама хӑй тӗллемен.

Пӗлмен ҫӗн пурнӑҫ чӑнлӑхне.
«Ак ҫитӗ Чӑнлӑх! Вӑл ҫухалмӗ,
Ун ҫивӗчӗшӗ, ҫук, мӑкалмӗ,
Кӑтартӗ хӑйӗн сӑнлӑхне», —
Ҫапла шутланӑ халӑх. Вӑл
Ӗненнӗ паттӑр килессе.
Ах, ӗмӗт, ӗмӗт, ҫыншӑн — ҫӑл:
Кам шутлӗ-ши вӑл типессе.
Чӑнах пӗрре сӗм вӑрмантан
Вӗҫтерчӗ тухрӗ юлан ут.
Ҫынсем шалт кайнӑ-мӗн ӑнтан:
Лаши лашах, анчах вӑл — вут!

Ак, ҫав лаша ҫинчи этем —
Пӗр сӑмахпа, чӗр вӑй, хевте;
Ӳт-пӗвӗпе самай кӗрнеклӗ,
Алли-урисемпе тӗреклӗ,
Ав, ҫурӑм хыҫӗнче пӑшал —
Пӗр самантра пуху пуҫтарчӗ,
Чуна сӑмахпала уҫтарчӗ,
Вӗҫертрӗ тытнӑ шухӑша.
Ҫынсем тапранчӗҫ, терӗҫ: «Тӳр ӗҫ!» —
Персе антарчӗҫ турхана.
Пӗр хӗрхенмесӗр кисрӗҫ, тӳрӗҫ,
Кайса пӑрахрӗҫ шырлана.

Ах, чӑнлӑх ҫавра ҫил пек ҫитрӗ;
Вӑл ирӗк пачӗ халӑха.
Асапланни путланчӗ, иртрӗ,
Пӗр хурлӑх юлчӗ тӑлӑха.
Ҫын ирӗкре! Ҫӳрет канса,
Кӗрлет, кӗрлет чун тӗпӗр-тепӗр,
Ӑс-тӑн та туйӑм ейӳ евӗр
Тӑрать асамлӑ хумханса.
Ӑнлантӑр пуль: ҫул тумхахне
Авалтанпах этем кӑкласшӑн».
Ҫапла вӗҫлерӗ юмахне
Якур мучи, Чечек аслашшӗ.

Аслашшӗне пӑха-пӑха
Чечек итлерӗ пӗр пӳлмесӗр.
Ӑнланчӗ: паттӑр ҫын килмесӗр
Никам ҫӑлаймӗ халӑха.
Вӑл юмахри ҫын ҫеҫ пулсан та
Пит хумхантарчӗ-ҫке чуна.
Чечек кӑвак куҫне хупсан та
Ӑсра курса тӑрать ӑна —
Хӗр умӗнче вӑл ҫутӑ ҫӑлтӑр.
Асра пулса ҫав паттӑр ҫын,
Хӗр ӗмӗтне ҫутатрӗ чӑлтӑр,
Вӑл пулчӗ шухӑшӑн виҫи.

Ҫӳрет ӑсра Чечек пӗр пуҫҫӑн
Халап йӗрне хӑй йӗрлесе.
Тӗнче халь курӑнать пит уҫҫӑн,
Тӑрать вӑл шавлӑн кӗрлесе.
Мучи халапӗсем ӑна
Систерчӗҫ: «Кирлӗ-ҫке ҫунат».
Тусем ҫине хӗр улӑхса
Тӗнче сарлакӑшне курасшӑн,
Тавра илемлӗхне пӑхса
Хӑй юррине вӑл ян ярасшӑн.
Пуриншӗн те халь кӑмӑл уҫӑ:
Халь шухӑш-ӗмӗт ун ҫул пуҫӗ.

Ӑшра халь ерипен, сисми
Хӗмленнӗ туйӑмӗ вырнаҫнӑ,
Унпа вӑл темиҫе ҫӗр каҫнӑ,
Пӑлхатнӑ шухӑша тӳсми.
Хӗр тупаймарӗ лӑпкӑ вырӑн,
Ӑсра ҫӳрет, ҫӳрет — лармасть.
Чуна ним ӑшӑтмарӗ ыррӑн,
Илемлӗ шанчӑк палӑрмасть.
Пӗлмест-тӗр хӗр ӑҫта чӗнет
Тин ҫеҫ вӑраннӑ ҫамрӑк чунӗ,
Мӗнле хӗлхемпеле вӑл ҫунӗ,
Ӑҫта ун туйӑм ҫиҫкӗнет?

Якур мучи чунтан юратнӑ
Ачин пӗртен-пӗр ачине.
Ҫав уншӑн юррине шӑратнӑ,
Ҫав илемлетнӗ кун-ҫулне.
Шутланӑ вал: «Ак, ҫитӗнсессӗн,
Хӗр тупӗ хӑйӗн мӑшӑрне:
Этемӗн ҫуркунни ҫитсессӗн,
Чараймӑн пурнӑҫ шыв-шурне».
Пӗлмен аслашшӗ, мӗн ҫуралнӑ
Чечекӗн хӗмлӗ чӗринче,
Ӑсра ӑҫта кайса ҫухалнӑ,
Ҫӳренӗ кил-ҫуртран инҫе.


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-04-16 17:56:12 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3428 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем